( ! ) Deprecated: implode(): Passing glue string after array is deprecated. Swap the parameters in /home/h93564/data/www/chnkann.ru/plugins/content/jw_allvideos/jw_allvideos.php on line 73
Call Stack
#TimeMemoryFunctionLocation
10.0005369736{main}( ).../index.php:0
20.04384778264Joomla\CMS\Application\SiteApplication->execute( ).../index.php:49
30.04394778320Joomla\CMS\Application\SiteApplication->doExecute( ).../CMSApplication.php:225
40.09128835712Joomla\CMS\Application\SiteApplication->dispatch( ).../SiteApplication.php:233
50.09469116776Joomla\CMS\Component\ComponentHelper::renderComponent( ).../SiteApplication.php:194
60.09529137440Joomla\CMS\Component\ComponentHelper::executeComponent( ).../ComponentHelper.php:377
70.09549165344require_once( '/home/h93564/data/www/chnkann.ru/components/com_content/content.php' ).../ComponentHelper.php:402
80.09779374912ContentController->execute( ).../content.php:43
90.09779374912ContentController->display( ).../BaseController.php:702
100.110310204768ContentController->display( ).../controller.php:118
110.112210360824Joomla\CMS\Cache\Controller\ViewController->get( ).../BaseController.php:655
120.112710381552ContentViewArticle->display( ).../ViewController.php:102
130.131611821160JEventDispatcher->trigger( ).../view.html.php:193
140.142012564488plgContentJw_allvideos->update( ).../dispatcher.php:160
150.142012564488plgContentJw_allvideos->onContentPrepare( ).../event.php:70
160.142012564488plgContentJw_allvideos->renderAllVideos( ).../jw_allvideos.php:36
170.143112657520implode ( ).../jw_allvideos.php:73

Аслă Çĕнтерĕве халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Чăваш наци конгресĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2015» акци ирттереççĕ. Вăл чăвашсем пурăнакан пур хулапа ялта 2015 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, эрне кун, иртмелле.
Çак акцин тĕп тĕллевĕ – чĕремĕрсене çÿçентерекен вăрçă тематикисĕр пуçне пурнăç тÿпинчи чăваш чĕлхин пĕлтерĕшĕпе сумне тата малашлăхĕпе кирлĕлĕхне тепĕр хут аса илтересси, çак илемлĕ те арпашуллă тĕнчен кисревĕнче тăван чĕлхемĕре малалла упраса аталантарасси.
Задачисем:
− чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
− чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме майсем туса парасси.
Хальхи вăхăтра асăннă диктант тексчĕн конкурсĕ пырать. Аса илтеретпĕр: иртнĕ çулсенчи диктант тексчĕсене Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер тата ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Марина Карягина хатĕрленĕччĕ.
Хатĕр текстсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне çитерессе шанатпăр е электрон почтăпа ярса пама ыйтатпăр: Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript.. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8352)45-07-87 (Петров Л.П.), 8(8352)45-02-58 (Кузнецов А.В.).
Чăваш Республикин патшалăх тытăмĕнче ĕçлекенсем, культурăпа искусство ĕçченĕсем, студентсемпе шкул ачисем – чăваш чунлă мĕн пур çын «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акцие хутшăнасса кĕтетпĕр.