21 ноября 2025 года в газете "Хыпар" (рус. «Весть», ежедневная российская газета на чувашском языке. Издаётся в столице Чувашской Республики Чебоксарах) опубликована в рубрике "Дальняя родня" статья с названием "И в Нижнем Новгороде говорят и поют на чувашском языке".
Чăваш республикинче тухакан "Хыпар" хаçатăн 2025 çулхи чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче тухнă 87-мĕш номерте "Аякри тăвансем" рубрикинче Ирина Паргеева хатĕрленĕ "Чулхулара та чăвашла калаçаççĕ, юрлаççĕ" ятлă статья пичетленнĕ.
Унта автор çырать: Чулхулари чăвашĕсен вырăнти наци-культура автономине 2013 çулта йĕркелесе янă. Унăн председателĕ - Петр Иванов. Облаçре хальхи вăхăтра вунă пине яхăн чăваш пурăнать. Вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ Чулхулара тĕпленнĕ. «Хыпар» хаçатра паян инçетри йăхташсем чăваш чĕлхипе культурине, йăли-йĕркине упрас тата аталантарас енĕпе мĕнле ĕçсем туса ирттерни пирки каласа кăтартас килет.
"Хыпар" хаçата тата Ирина Паргеевăна Чулхурари чăвашĕсенчен пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Çапла пирĕн çинчен манманни, хаçат урлă каласа пани пире, аякри чăвашсене, вырăнта чăваш чĕлхипе культурине сыхласа хăварма татах та вăй, хавхалану парать!