Эпир те Крымра пултăмăр! Севастопольти Балаклава умĕнчи лапамра нумаях пулмасть пĕрремĕш хут Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Крымри Акатуйĕ иртрĕ. Çак тĕлĕнмелле пысăк та хаваслă уява пире те, Чулхула чăвашĕсене, хутшăнма чĕнсен кăмăл тусах йышăнтăмăр. Крымри Акатуя Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчи пултаруллă та çав тери маттур, чăваш ташши-юррине кăмăллакан, чăваш чĕлхине юратакан фольклор ушкăнĕсем, уйрăм юрăçсем, "Сувар" ташă ушкăнĕ, Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕсем тата ытти пултаруллă çынсем йышлăн хутшăнчĕç. Крым чăвашĕсем те пулчĕç ку явра.
Акатуй программи питĕ анлă та пуян пулчĕ. Пĕрремĕш кун эпир чăвашла тăхăнса Севастополь хулинчи Нахимов палăкĕ умне чечек кăшăлĕсем хутăмăр. Хăрушă вăрçă çулĕсенче ку тăрăхра питĕ нумай чăваш пуç хунă. Тепĕр кунне Балаклавăри лапамра уява хатĕрлентĕмĕр. Йăлана кĕнĕ чăваш кил картишĕсене хатĕрлерĕмĕр, тĕрлĕ куравсем йĕркелерĕмĕр. Чăваш халăхĕн авалхи кун-çулĕпе пурнăçĕ çинчен кăтартса паракан япаласем нумай пулчĕç кунта. Ỹркенмесĕр, пин-пин çухрăма пăхмасăр илсе пынă вĕсене маттур чăвашсем. Акатуй чăннипех çумăрсăр иртмест иккен. Крымра та, хамăр патри пекех чылай çумăр çуман. Кĕтмен çĕртен, шăрăх çанталăка уçăлтарас тесе-ши, ăшă çумăр çуса пачĕ. Çумăр çунă пирки Акатуй программине улăштарма тиврĕ пулин те, çакăншăн никамăн та кăмăл хуçăлмарĕ, çумăр çунине пухăннисем ырларĕç çеç. Уяв пуçланиччен лапамран инçех мар вырнаçнă ту çинче 1941-1942 çулсенче Севастопольшĕн çапăçса пуçĕсене хунă чăваш салтакĕсене асăнса лартнă чул патне чĕрĕ чечексем хучĕç. Урамра хĕвел пăхса ярсан пуçланчĕ вара çĕр пин юрă çĕршывĕн ташши-юрри! Чăваш тумĕ тăхăннă фольклор ушкăнĕсемпе юрăçсем Крым тăвĕсем кисренмелле юрăсем янăратрĕç, ура хуçса ташларĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пухăннисене тăван Чулхула тăрăхĕнчи халăх юрри-ташшипе савăнтарчĕ, пурне те вăйă картине чĕнчĕ.. Каçпа вара уява малалла чăваш эстрада артисчĕсем тăсрĕç, пухăннисене хăйсен юррисемпе килентерчĕç. Пин-пин çухрăмри Хура тинĕс хĕррине кайса эпир хамăра валли чăн-чăн парне турăмăр. "Акара авăн, уявра савăн", _ тенĕ ваттисем. Çакна асра тытса эпир, Чулхуласем, чăннипех ташă-юрăра маттур пулнине кăтартма пултартăмăр, çав тери савăк та пысăк туйăмпа таврăнтăмăр инçет кăнтăртан, чи хастаррисемпе пултаруллисен шутне кĕрсе Чăваш наци конгресĕн Хисеп хутне тивĕç пултăмăр.